12 Йӗркесӗрлӗх вӑйланса пынӑҫемӗн ҫынсем пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ.
Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ.
Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.
Эппин тӗрлӗ тасамарлӑхран, юлнӑ ҫилӗрен хӑтӑлӑр. Чунӑрсене ҫӑлма пултаракан ӳкӗт сӑмахне йӑвашшӑн ӑша хывӑр.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.
„Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Ах, эсӗ сивӗ е вӗри пулинччӗ!