10 Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.
Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.
Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».
анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.
Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата килӗнче кӑна хисеплемеҫҫӗ».
Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ.
Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.
анчах та вӗсем питӗ иккӗленчӗк, чун-чӗрисем тымарсӑр. Каярахпа, сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӗсем тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнаҫҫӗ.
Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ.
Асирисем пурте, ҫав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ.
мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.
Эпӗ судра малтанхи хут хӳтӗленсе калаҫнӑ чухне мана хавхалантарма никам та пымарӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Ҫавӑ вӗсен ҫылӑхӗ шутне ан кӗтӗрччӗ!