1 Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ та ҫулпа утса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе хуралтисене кӑтартас тесе, Ун патне вӗренекенӗсем пынӑ.
Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.
Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
«Ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул хушши тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартасшӑн-и?» – тенӗ ҫакна илтсен иудейсем.