Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 23:7 - Синодальный НЗ

7 халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 23:7
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кампа танлаштарам-ши ҫак ӑру ҫыннисене? Вӗсем урамра ларакан ачасем евӗрлӗ, вӗсем хӑйсен юлташӗсене ҫапла калаҫҫӗ:


Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.


«Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.


Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.


«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын.


Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланӑ: «Равви! Пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫҫи типсе ларнӑ».


Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ.


Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Равви! Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.


Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: «Равви! Епле аван пире кунта. Атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли».


Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр.


Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем.


«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.


«Равви! – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каясшӑн-и?»


«Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет.


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ».


Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.


Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?»


Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ