5 Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ.
Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.
Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?
Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр.
Чӑн та, хӑшӗ-пӗрисем ҫакна мана кӗвӗҫсе, манпа тупӑшса тӑваҫҫӗ. Теприсем вара Христос ҫинчен ырӑ шухӑш-кӑмӑлпах вӗрентеҫҫӗ.
Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр.
Ҫавскер мӗн пуррине йӑлтах хирӗҫлӗ. «Турӑ», «сӑваплӑх» тетпӗр эпир. Вӑл вара хӑйне вӗсенчен те ҫӳле хурӗ. Турӑ Ҫуртне вӑл Турӑ пек кӗрсе ларӗ те хӑйне Турӑ тесе пӗлтерӗ.