Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 23:4 - Синодальный НЗ

4 Вӗсем ҫынсен ӗнси ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, анчах та хӑйсем пӳрнине те хускатасшӑн мар.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 23:4
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.


Ҫавӑнпа вӗсем сире мӗн каланине итлӗр, хушнине пурнӑҫласа тӑрӑр. Анчах та вӗсем пек ан хӑтланӑр: вӗсем хӑйсем каланине хӑйсем те тумаҫҫӗ.


Анчах та Иисус тата ҫапла каланӑ: «Сире те, саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хуратӑр, анчах та хӑвӑр пӳрнӗре те хускатмастӑр.


Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр?


Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла:


Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн.


Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар.


Эсир Фиатирӑра пурӑнакан ытти хӑш-пӗр ҫынсемпе пӗрле ҫав вӗрентӳ хыҫҫӑн каймастӑр, „шуйттанлӑхӑн шырланӗ“ текенни мӗнне пӗлместӗр. Ҫавӑнпа та сире пурне те ҫакна калатӑп: „Эпӗ сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп“.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ