39 Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, эсир ун чух Этем Ывӑлне пӗр кунлӑх та пулин курасшӑн пулӑр, анчах кураймӑр.
Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр.
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн?
Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырама пуҫлӑр, ҫылӑхӑрсене каҫарттараймасӑрах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр».
Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр».
Сирӗн мӑн аслаҫӑр Авраам Эпӗ килнӗ вӑхӑта пит курасшӑнччӗ: курчӗ те – савӑнмаллипех савӑнчӗ».
Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ.