32 Аслаҫӑрсем туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр ӗнтӗ.
Ҫапла майпа эсир хӑвӑр ҫинчен хӑвӑрах пророксене вӗлерекенсен ачисем, вӗсен ӗҫне тӑсакансем пулнине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗр.
Эй, ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра тамӑк вутне кӗме суд тӑвасран хӑтӑлса юлма пулать тетӗр-и?
Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.