31 Ҫапла майпа эсир хӑвӑр ҫинчен хӑвӑрах пророксене вӗлерекенсен ачисем, вӗсен ӗҫне тӑсакансем пулнине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗр.
„Эпир мӑн асаттесен саманинче пурӑннӑ пулсан вӗсем пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“, – тетӗр эсир.
Аслаҫӑрсем туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр ӗнтӗ.
Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр.
«Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ.