29 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ӗлӗкхи пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, тӳрӗ пурӑннисен палӑкӗсене илемлететӗр.
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир сӑрланӑ тупӑклӑхсем евӗрлӗ: тулашӗнчен вӗсем хитрен курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара вилнисен шӑмми-шакки, тӗрлӗ тасамарлӑх тулса ларнӑ.
Эсир те ҫавнашкалах: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр вара ултавлӑхпа, йӗркесӗрлӗхпе тулса ларнӑ.
„Эпир мӑн асаттесен саманинче пурӑннӑ пулсан вӗсем пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“, – тетӗр эсир.
Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Давид мӑн асаттемӗр пирки сире хӑю ҫитерсе калам: вӑл вилнӗ те ӑна пытарнӑ; унӑн вил тӑприйӗ те халичченех сыхланса юлнӑ-ха.