26 Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат.
«Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ.
Хӗр вара амӑшӗ вӗрентнипе ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса ҫакӑнта илсе килсе пар».
Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла.
Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ.
Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать».
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар.
Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.
Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр.