24 Эй, суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑм туна кӗрсе каясран эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр.
– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».
Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».
Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир.
Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн?
Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.
Вара пурте каллех: «Ӑна мар, Вараввӑна кӑларса яр!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Варавва ятли вӑрӑ-хурах пулнӑ.
Анчах та хӗрарӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл уҫӑлчӗ те аҫтаха ҫӑварӗнчен тухнӑ юхан шыва ҫӑтса ячӗ.