Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 23:23 - Синодальный НЗ

23 Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 23:23
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫырнинче: „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенине ӑнланса илнӗ пулсан эсир ҫак айӑпсӑр ҫынсене айӑпламӑттӑр,


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.


„Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».


Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.


Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑп“.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ