22 Пӗлӗтпе тупа тӑвакан Туррӑн Престолӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать.
Эпӗ вара сире калатӑп: нимӗн ячӗпе те тупа ан ту. Пӗлӗтпе те тупа ан ту, вӑл Туррӑн престолӗ.
„Манӑн престол – тӳпе, Манӑн ура айӗ – ҫӗр. Ман валли эсир мӗнле ҫурт туса парайӑр? – тет Хуҫа Туррӑмӑр. – Эпӗ канас вырӑна ӑҫта тӑвайӑр?