18 Тата ҫапла калатӑр: „Парне вырӑнӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, унта кӳнӗ парнепе тупа тӑвакан – айӑплӑ“.
Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир.
Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тӑвакан Турӑ Ҫурчӗ-и?
Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: парне-и е ӑна сӑваплӑ тӑвакан парне вырӑнӗ-и?
Эсир вара мӗне вӗрентетӗр? „Ҫын хӑй ашшӗне е амӑшне парассине „корван“ (Турӑ валлилӗх) тесе уйӑрса хума пултарать“, – тетӗр эсир.
Ӳтне кастаракан кирек епле ҫынна та тата ҫакна калам: унӑн саккуна тӗплӗн пурнӑҫласа тӑмалла.