11 Хӑвӑр хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр.
Хӑвӑра „ӑс паракан“ тесе те ан калӑр, мӗншӗн тесен сирӗн пӗртен-пӗр Ӑс Паракан – Христос.
Ларсан Вӑл Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Кам пуринчен те аслӑ пулас тет, ҫав пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр».
Ирӗклӗ ҫын пулсан та, тата ытларах ҫынна ҫӑласчӗ тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм.
Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.
Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр.