9 Ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, пурне те туя чӗнӗр“.
„Пире тара тытакан пулмарӗ ҫав“, – тавӑрнӑ лешсем ӑна. „Эсир те ман пахчама ӗҫлеме кайӑр, мӗн тӳлемеллине сире тӳлӗҫ“, – тенӗ хуҫа вӗсене.
Вара чурисем ҫул-йӗрсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чӗнсе пынӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑна-вӗрле туллиех пулнӑ.
Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ.
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“».
Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.
«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.