7 Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ.
Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ.
Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ.
– Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».
Иудея халӑхӗ ун чухне тусем ҫине тартӑр, Иерусалимри ҫынсем хӑвӑртрах хуларан тухчӑр, хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр.
Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».
Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.