46 Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа вара Иисуса ыйтусем пама никам та хӑяйман.
«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.
Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет пулсан, епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
Саккун вӗрентӳҫи ӑслӑ калаҫнине кура Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар». Ҫавӑнтан кайран никам та Ӑна ыйтусем пама хӑяйман.
Иисус ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫлекенсем пурте намӑсланнӑ, ытти халӑх Иисус тунӑ мӗн пур мухтавлӑ ӗҫсемшӗн савӑнса тӑнӑ.
Лешсем чӗнмен. Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ.
Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман. Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ:
Анчах та Петрпа Иоанн ҫумӗнче уксах пулнӑ ҫын тӑнине курсан, вӗсем нимӗн тавӑрса калама та аптӑранӑ.
„Эпӗ – санӑн мӑн аслаҫусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хӑранипе чӗтресе, пуҫне ҫӗклесе пӑхма та хӑяйман.