44 „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“.
Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет пулсан, епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
– Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».
«Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома.
Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те.
Мӗншӗн тесен Унӑн Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвичченех патша пулмалла.
Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе,
Тата Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар».
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Вара эпӗ тискер кайӑкпа ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарне куртӑм. Вӗсене ут ҫинче Лараканпа тата Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫмашкӑн пуҫтарнӑ.