4 Вара патша урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ӗҫкӗм-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене те пустартӑм, йӑлтах хатӗр, туя килме кӑмӑл тусамӑр“.
Хуҫа вара урӑх тарҫисене янӑ. Вӗсем малтанхисенчен те йышлӑрах пулнӑ, анчах та пахчаҫӑсем кусемпе те ҫаплах хӑтланнӑ.
Чӗнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ – хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ.
Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ.
Ӗҫсе ҫиме вӑхӑт ҫитсен вӑл чӗнсе хунисем патне хӑйӗн чурине: „Ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ пӗтӗмпех хатӗр, пырӑр“, – тесе калама янӑ.
Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».
Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?