Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 22:31 - Синодальный НЗ

31 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 22:31
7 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче, Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир?


Ҫырнинче: „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенине ӑнланса илнӗ пулсан эсир ҫак айӑпсӑр ҫынсене айӑпламӑттӑр,


«Ҫаксем Сан пирки мӗн каланине илтетӗн-и?» – тенӗ вӗсем Иисуса. «Илтетӗп, – хуравланӑ Иисус, – „пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисен чӗлхи-ҫӑварӗпе Хӑвна мухтава кӑларӑн“ тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-им?»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?


Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.


„Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри».


„Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ