Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ.
Асӑрханӑр, Турӑ каланине итлемесӗр ан тӑрӑр. Хӑйсене ҫӗр ҫинче асӑрхаттарса калакана итлемен ҫынсем айӑпа юлнӑ пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пӑрӑнсан, пушшех те айӑплӑ пулӑпӑр.
Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ.
«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.