29 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр.
Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ ӗнтӗ? Вӑл пуринпе те пурӑннӑ-ҫке-ха».
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и?
Мӗншӗн тесен Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть».
Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.
Мӗнех? Нивушлӗ эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр?
Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.
Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.
Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.