Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 22:24 - Синодальный НЗ

24 «Вӗрентекен! Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пӑча юлмасан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 22:24
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн.


Пирӗн патра ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлчӗ.


«Вӗрентекен, саккунри чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?»


«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ.


«Вӗрентекен! Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин ача-пӑчасӑр пиччӗшӗ вилсен, арӑмӗ тӑлӑха юлсан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“.


«Вӗрентекен, Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин авланнӑ пиччӗшӗ ача-пӑчасӑр вилсен, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“.


Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».


«Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ