Павел вара, хӑйне тӳрре кӑларса, ҫапла каланӑ: «Эпӗ Моисей саккунне хирӗҫле те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле те, императора хирӗҫле те нимӗнле усал ӗҫ те туман».
Унтан кайран, халӑх шутне ҫыртарнӑ чухне, Галилейӑри Иуда палӑрчӗ. Вӑл та чылай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Анчах хӑй те пуҫне ҫирӗ, ун хыҫҫӑн кайнисем те саланса пӗтрӗҫ.