Матфей 22:16 - Синодальный НЗ16 Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»