9 «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» – тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ.
Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ.
Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – теес вӑхӑт ҫитиччен эсир Мана урӑх кураймӑр».
«Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!»