43 Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ.
Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать.
«Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?
Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.