40 Ӗнтӗ пахча хуҫи килсен ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ?»
Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ.
Вара ӑна тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ.
«Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна.
Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл пырӗ те пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ.
Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!