39 Вара ӑна тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ.
Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“.
Ӗнтӗ пахча хуҫи килсен ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ?»
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Тусӑм, мӗн тума килнине ту!» Ҫав вӑхӑтра ыттисем Иисуса ҫавӑрса илнӗ те Ӑна ярса тытнӑ.
Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе пынӑ. Унта саккун вӗрентӳҫисемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем те пухӑннӑ пулнӑ.
Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.
Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.
Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.
Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ.
Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!
Эсир Тӳррине айӑп хурса вӗлертӗр, Вӑл вара сире хирӗҫ тӑмарӗ.