38 Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“.
Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ.
Юлашкинчен хуҫи вӗсем патне ывӑлне янӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тесе шухӑшланӑ вӑл.
Вара ӑна тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ.
Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ.
Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ.