Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 21:32 - Синодальный НЗ

32 Мӗншӗн тесен сирӗн патӑра тӳрӗлӗх ҫулӗпе Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те, эсир ӑна ӗненмерӗр. Налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӑна ӗненчӗҫ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та эсир ӗненесчӗ тесе ӳкӗнмерӗр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 21:32
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем.


Иоанн шыва кӗртни ӑҫтан пулнӑ: ҫӳлтен-и е этемрен?» Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, Вӑл пире: „Апла эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?“ – тейӗ.


Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.


Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?


Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.


Тӑванӑмӑрсем! Сирӗнтен хӑшӗ те пулин усал та ултавлӑ чӗреллӗ пуласран, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнасран асӑрханӑр.


Чӑнлӑх ҫулне пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем каялла тавӑрӑнчӗҫ, хӑйсене шанса панӑ таса пил-хушусенчен пӑрӑнчӗҫ. Ҫапла хӑтланни чӑнлӑх ҫулне пачах пӗлменнинчен те начартарах.


Эпӗ ӑна пӑсӑк ӗҫӗсенчен ӳкӗнмешкӗн вӑхӑт парсаттӑм, анчах та вӑл ӳкӗнмерӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ