«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.
Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет.