30 Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пынӑ та ҫав ӗҫех тума хушнӑ. „Юрӗ, аттем“, – тенӗ ывӑлӗ, анчах хӑй кайман.
„Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ.
Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
Ҫавӑнпа вӗсем сире мӗн каланине итлӗр, хушнине пурнӑҫласа тӑрӑр. Анчах та вӗсем пек ан хӑтланӑр: вӗсем хӑйсем каланине хӑйсем те тумаҫҫӗ.
Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр, итлемеҫҫӗ, нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума пултараймаҫҫӗ.