3 Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ».
ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех эсир унта тихаллӑ, кӑкарса хунӑ ашак амине курӑр. Эсир ӑна вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр.
Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:
Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ.
Этем аллипе туни нимӗн те Ӑна кирлӗ мар. Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх тата тем те пӗр парса тӑрать.
Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.
Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.