Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 21:28 - Синодальный НЗ

28 «Эсир тата ҫак ӗҫ-пуҫ пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрин патне пынӑ та ҫапла каланӑ: „Ачам, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха“.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 21:28
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Тӳлӗ-ха», – тенӗ Петр. Унтан, Петр пӳрте кӗрсен, сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Симон, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Ҫӗр ҫинчи патшасене хырҫӑ-налук камсен тӳлемелле? Хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансен е пӑхӑнтарнӑ ют халӑхсен?»


Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа ирхине ирех иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ҫынсене тара тытма тухнӑ.


«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.


„Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ.


«Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ.


Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?»


Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ.


Е тата Силоам башни ишӗлнипе вун сакӑр ҫын вилни ҫинчен мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир?


Сирӗнпе эпӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫатӑп. Мӗн калани пирки вара хӑвӑр шухӑшлӑр.


Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ