27 «Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.
– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».
Ирхине эсир: пӗлӗт йӑм-хӗрлӗ – паян ҫанталӑк пӑсӑлать тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! Тӳпери паллӑсене уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллисене уйӑрма пӗлейместӗр-и?
„Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“».
«Эсир тата ҫак ӗҫ-пуҫ пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрин патне пынӑ та ҫапла каланӑ: „Ачам, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха“.
«Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр.
Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар хупланчӑк пулсассӑн, вӑл пӗтмелли ҫул ҫинче тӑракансемшӗн кӑна ҫапла.