23 Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.
„Эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине ӗҫлеме кайӑр, тивӗҫлӗ чухлӗ сире те тӳлӗп“, – тенӗ хуҫа вӗсене те. Лешсем вара кайнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур: эсир Мана каласан, Эпӗ те ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ та ҫулпа утса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе хуралтисене кӑтартас тесе, Ун патне вӗренекенӗсем пынӑ.
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.
Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ,
Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та:
Вара, апостолсене хӑйсем умне тӑратса, ҫапла ыйтнӑ: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа тата кам ячӗпе турӑр?»
Ҫавӑн чухне вӗсенчен пӗри Моисея аяккалла тӗртсе янӑ. „Пирӗн пуҫлӑх, пирӗн судья пулма сана кам ирӗк пачӗ? – тенӗ вӑл.