Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 21:15 - Синодальный НЗ

15 Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 21:15
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫак сӑмахсене илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ икӗ пӗртӑвана питӗ тарӑхса кайнӑ.


Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.


«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.


«Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна.


Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.


Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли суя сӑлтав шыранӑ.


Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ.


Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех.


Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.


Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.


Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та:


Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ.


Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса:


Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».


«Куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр, пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять», – тесе калаҫнӑ хӑйсем хушшинче фарисейсем.


Иисусӑн вӗренекенӗсем йышлансах пынӑ, Вӑл Иоанран та ытларах шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне ҫитнӗ.


Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ