14 Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Иисус вӗсене сыватнӑ.
Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна!» – тесе мухтаса кӑшкӑрнине илтсен аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем питӗ ҫилленсе кайнӑ.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ.
Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.