Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 21:11 - Синодальный НЗ

11 «Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 21:11
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.


Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» – тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ.


„Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“».


Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.


Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем.


– Анчах епле пулсан та паян, ыран тата виҫмине Манӑн Хамӑн ҫулпа утмалла, мӗншӗн тесен пророка Иерусалимра мар, урӑх ҫӗрте вӗлерни пулман-ха.


«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ.


Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.


«Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем.


«Хуҫамӑр! – тенӗ хӗрарӑм. – Ӗнтӗ пӗлетӗп: Эсӗ – пророк.


«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.


«Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ.


«Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.


Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Ӑна итлӗр“.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ