10 Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» – тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ.
Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ.
«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
«Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ.
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?»
Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ.
«Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ.
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ.
«Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр.