9 Кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче ӗҫлеме тухнисем пынӑ та пӗрер динарий ӗҫ укҫи илнӗ.
Ирхине ирех ӗҫлеме тухнисем пынӑ та: „Пире ытларах тӳлет пулӗ-ха“, – тесе шухӑшланӑ. Анчах вӗсем те, калаҫса килӗшнӗ пекех, пӗрер динарий илнӗ.
Кунне пӗр динарий тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ.
Каҫ пулсан хайхи пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: „Тара кӗрӗшнисене чӗнсе кил те каярахран ӗҫлеме пуҫланисенчен тытӑнса малтан ӗҫлеме пуҫланисене пурне те укҫа тӳле“.