8 Каҫ пулсан хайхи пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: „Тара кӗрӗшнисене чӗнсе кил те каярахран ӗҫлеме пуҫланисенчен тытӑнса малтан ӗҫлеме пуҫланисене пурне те укҫа тӳле“.
Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр.
Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.