6 Унтан вара, кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче, вӑл каллех пасар вырӑнне пынӑ та ӗҫсӗр ларакан урӑх ҫынсене курса ҫапла каланӑ: „Кунӗпех ӗҫе кӗрӗшеймерӗр-и, ахалех ларатӑр-и?“
Кӑнтӑрлапа тата кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче тухсан та хуҫа ҫаплах тунӑ.
„Пире тара тытакан пулмарӗ ҫав“, – тавӑрнӑ лешсем ӑна. „Эсир те ман пахчама ӗҫлеме кайӑр, мӗн тӳлемеллине сире тӳлӗҫ“, – тенӗ хуҫа вӗсене.
Кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче ӗҫлеме тухнисем пынӑ та пӗрер динарий ӗҫ укҫи илнӗ.
Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест.
Афины ҫыннисем тата хулари урӑх ҫӗр-шыв ҫыннисем мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса е итлесе вӑхӑта ирттерме питӗ юратнӑ.
Сирӗнтен пӗри те ан наянлантӑр, хӑйсен ӗненӗвӗпе тӳсӗмлӗхне пула шантарнӑ еткере илме тивӗҫлисем пек пултӑр тетпӗр.