30 Ҫавӑнта ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.
Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Иисус вӗсене сыватнӑ.
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
«Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна.
Вӗсем Иерихона ҫитнӗ. Иисуспа вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх хуларан тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ.
«Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса,
Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ.
Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ.