Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 20:22 - Синодальный НЗ

22 «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 20:22
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.


Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».


Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр».


Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.


Манӑн синкерлӗ шыва кӗмелле, вӑл пурнӑҫланасса кӗтсе Эпӗ питӗ тертленетӗп.


ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр».


«Хӗҫне йӗннине чиксе хур, – тенӗ Иисус Петра. – Аттем панӑ асап куркине Манӑн ӗҫмелле марччӗ-им вара?»


Эпир халсӑр пулин те, Сывлӑш пире ҫирӗплӗх парсах тӑрать. Мӗншӗн тесен эпир Турра кирлӗ пек кӗлтума та пӗлместпӗр. Пирӗншӗн Сывлӑш Хӑй, этем чӗлхинчи сӑмахпа калама май ҫуккине каласа, кӗлтуса хута кӗрет.


Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ