21 «Сана мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ унран Иисус. Зеведей арӑмӗ Ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма шантарсамччӗ».
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи кам пулӗ?»
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.
«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем.
Вара Иисус чарӑннӑ та суккӑрсене ҫывӑхарах чӗнсе илсе: «Эсир Манран мӗн ыйтасшӑн?» – тенӗ.
«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын.
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗнӗ те хӑнасене ташласа савӑнтарнӑ. Унӑн ташши Иродпа хӑнисене питӗ килӗшсе кайнӑ. Ирод вара хӗре: «Манран мӗн ыйтассу килет, ҫавна ыйт. Эпӗ сана кирек мӗн ыйтсан та парӑп, ҫур патшалӑхӑма та пама хатӗр», – тесе тупа тунӑ.
«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тесе ыйтнӑ. «Эй, Хуҫамӑр! Манӑн куракан пуласчӗ», – хуравланӑ лешӗ.
Ҫакна итлекен ҫынсене Вӑл тата тепӗр ытарлӑх каласа панӑ. Иисус Иерусалималла ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шутланӑ.
Ҫавӑнтах тата вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма тытӑннӑ.
Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.
Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?»
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.
Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать.