20 Ҫавӑн чухне Зеведей арӑмӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иисус патне пынӑ. Вӑл Иисуса ӳксе пуҫҫапсах темӗн тархасланӑ.
Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн,
Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!»
Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ.
Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ.
Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ.
Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ.
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ.
Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ.